Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пурччӗ — ӑна Таврапӗлӳ кунне халалласа ирттерчӗҫ.
Тӗп ыйтусен йышӗнче иккӗ пулчӗ: «Чемен карти» таврапӗлӳпе туризм центрӗнчи ӗҫсемпе паллашасси тата чӑваш халӑхӗн кунталӑкне (календарьне) хатӗрлесси. Пӗрремӗш ыйтупа таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи Сергей Сорокин тухса калаҫрӗ. Паянхи кун тӗлне мӗн туни пинки, мӗн тӑвас шутли ҫинчен пӗлтерчӗ. Сӑмахран, «Чемен картинче» ҫывӑх вӑхӑтра музей хӑйӗн алӑкне уҫмалла иккен. Сергей Лазаревич музейе пулӑшма ыйтрӗ — авалхи почта ӗҫне ҫутатакан япаласем сахалтарах.
Чӑваш халӑхӗн кунталӑкне те сӳтсе яврӗҫ. Сӑмахран, Виталий Петрович Станьял вӑл мӗнлерех пулмалли пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Унашкал кӗнеке кашнин килӗнче сӗтел ҫинче выртмалли ҫинчен каларӗ.
Ҫавӑн пекех таврапӗлӳҫӗсем Ленин мавзолейӗ пирки те заявлени йышӑнчӗҫ. Владимир Ильичӑн юнӗнче чӑваш юнӗ те пулнӑран мавзолей тавра тухакан калаҫусем пирӗн халӑха та пырса тивни пирки каларӗҫ, Ленин ӳтне мавзолейрах хӑвармалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Заявленипе пирӗн сайтра паллашма май пур.
Паян эпир Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӑмӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен умӗнче сӑмах калакансен йышӗнче вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йӗркелӳҫи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йӗркелӳҫи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ.
Маларах систернӗ пекех хӑшӗ миҫемӗш вырӑна тухнине эпир паянхи чыславра кӑна пӗлтертӗмӗр. Ҫавах та вырӑнсӑр юлнисене ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене те пӗчӗк парне патӑмӑр. Чыслава пӗтӗмлетнӗ май пӗчӗк лотерея та ирттертӗмӗр — пылак ҫимӗҫ выляттартӑмӑр.
Ҫак хутшӑнакансем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ (баллсем пирки: мӗн чухлӗ пӗчӗкрех ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; балл — кашни хаклавҫӑ хутшӑнакана миҫемӗш вырӑна панин вӑтам виҫи; сӑмахран, Ершова Аннӑна пӗри 1-мӗш вырӑн панӑ, тепри — 5-мӗш; тепӗр иккӗшӗ — 2-мӗш, вӑтамран вара 2,5 пулать; ку хаклавҫӑ ӗҫе япӑхрах хак панӑ теесрен хӑшӗ мӗнле хакланине пӗлтерместпӗр):
Пӗчӗккисен ушкӑнӗ: Ершова Анна (Етӗрне районӗ; 2,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Фомина Эвелина (Елчӗк районӗ; 4 балл) тата Павлова Карина (Комсомольски районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Демьянова Вероника (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Усанова Анна (Елчӗк районӗ; 4,5 балл) тата Алексеева Аэлита (Сӗнтӗрвӑрри районӗ; 5 балл) — 3-мӗш вырӑн.
Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа пуш уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче актуаллӑ тата виртуаллӑ поэзин фестивалӗ иртет. «ГолосА» фестиваль кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкара Мускаври, Питӗрти, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти, Сарӑтури, Самарти поэтсемпе критиксем килӗҫ. Вӗсем поэзии вулавне, ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне хутшӑнӗҫ. Хӑйсем лекцисем, докладсем вулӗҫ, видеохӑтлав ирттерӗҫ.
Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗхпе савӑнтарӗҫ: «micro Art Book Fair» проект пулӗ. Швецири «Ariel» издательство, Чӑваш кӗнеке издательстви, Шупашарти тата Хусанти харпӑр издательствӑсем хутшӑнӗҫ. Игорь Улангин ӳнерҫӗ пичет графики енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ.
Аса илтерер: ку фестиваль 2008 ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ. Вӑл регионсен хушшинче кӑна йӗркеленет пулин те унӑн географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Тӗрӗссипе, вӑл халӗ тӗнче шайӗнчи фестиваль пулса тӑнӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ҫӗнӗ видеоконкурс пуҫланать. Вӑл пӗлтӗрхи «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн тӑсӑмӗ пулӗ. Унӑн кӑҫалхи ячӗ — «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача панчи». Хальхинче вӑл шкула кайман ачасене халалланӑскер пулӗ. Конкурса хутшӑнакан ачасен, 2–15 ҫулхисен, халӑх сӑмахлӑхӗн е чӑваш поэчӗсен сӑввисене вуласа памалла. Ушкӑнпа пуҫтарӑнса чӑваш ачисен вӑййине вылянине ӳкермелли номинаци те пур хальхинче.
Конкурса йӗркелекенсем шутне Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗсӗр пуҫне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш ен телерадиокомпанийӗ, Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ.
Конкурса хутшӑнас текенсен электронлӑ регистраци тухмалла. Конкурса ҫырӑнмалли страница http://pecekse.chuvash.org адреспа вырнаҫнӑ. Регистрациленнисӗр пуҫне унта сирӗн видео ӳкермелли сӑвва е вӑййа суйласа илмелле пулать. Видеосене интернета кӑларса хума ирӗк паракан ашшӗ-амӑшӗн заявленисемпе пӗрле civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла.
Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре вӗҫленет. Каярах килнӗ ӗҫсене йышӑнмаҫҫӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗ акӑлчан чӗлхи вӗрентме пуҫлать. Учрежденин тӗнчери халӑхсен чӗлхиллӗ литература пайӗ ют чӗлхе вӗренес текенсене пӗр уйӑхлӑх курса йыхравлать.
Курс тӗллевӗ — калаҫма хӑнӑхасси. Ансат шухӑшпа туйӑма пӗр-пӗрин патне ҫитерме те унта ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗрентесшӗн. Кӗске текстсене вуласа вӗсене ҫӑмӑллӑн ӑшӑ хывассине те курс йӗркелӳҫисем тӗллев шутне кӗртнӗ. Акӑлчан чӗлхине лигнвистика пӗлӗвӗллӗ преподаватель хӑнӑхтарӗ.
Акӑлчан чӗлхине кӗске вӑхӑтра вӗренес текенсен васкамалла: курс пуш уйӑхӗнчен ӗҫе пуҫлӗ. Занятие эрнере пӗр хутчен пӗрер сехет ирттерӗҫ. Курса ҫырӑнас тесен 23-02-17 (хушма номер — 136) телефонпа шӑнкӑравламалла. Ino@publib.cbx.ru электрон адреспа ҫыру ярсан та хапӑл пулӗҫ.
Пурӑннӑ пулсан, иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Фёдоров Георгий Иосифович профессор 75 ҫул тултармалаччӗ. Шел те, ҫак куна ҫити вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, виҫӗмҫул пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Паллӑ ӑсчаха, пултаруллӑ ҫыравҫа халалласа наци вулавӑшӗнче ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче Георгий Фёдоров профессорӑн пултарулӑхне хак пама ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, тӑванӗсем пухӑнӗҫ. Мероприятире ҫавӑн пекех «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» словарьне пахалӗҫ тата авторне хӑйне халалланӑ асаилӳсен кӗнекипе паллаштарӗҫ.
Федоров Георгий Иосифович 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Патаккасси (халӗ Тӑванкасси) ялта ҫуралнӑ. Тӑванкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Георгий Иосифович ӑслӑлӑхра та, илемлӗ литературӑра та, ӳнерте те палӑрнӑ ҫын. Ӑслӑлӑх енӗпе вӑл илемлӗ литературӑна тӗпченӗ, чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ ӑсталӑхне илес пулсан, чи малтан унӑн «Рондо» сӑвӑ кӗнекине тата «Ай, мӑнтарӑн, хир мулкачи» повеҫне асӑнма пулать.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Открытая Чувашия: энциклопедия, прикладное и анимационное творчество (для слабовидящих)» (чӑв. Уҫӑ Чӑваш Ен: энциклопеди, прикладной тата анимацилле пултарулӑх (япӑх куракансем валли) проекта хӑтланӑ. Ӑна Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ хатӗрленӗ.
«Земля Улыпа» (чӑв. Улӑп ҫӗрӗ) ятлӑ мультфильма оператор пулса Александр Яковлев ӳкернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлет. Пирӗн сайтри хыпарсемпе паллашсах тӑракансем Саша Яковлева кайӑксен тӗпчевҫи пулнипе те пӗлеҫҫех-тӗр.
Мультфильм пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче ҫырнинче пултаруллӑ ҫак ҫын хӑйне пуҫласа оператор-мультипликатор пек тӗрӗсленине каланӑ.
Маларах асӑннӑ центрти Н.Н. Степанова педагог ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тата Шупашкарти ятарлӑ (коррекцилле) шкул-интернатри ачасем мультфильмри сӑнарсене хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Хыпар» хаҫат тавра калаҫу иртрӗ — унӑн тиражне ӳстерес тесен мӗн тумалла, мӗнле ҫул суйласа илмелле? Ҫӗнӗ директорӑн (нарӑс уйӑхӗнче ҫак вырӑна кама лартассине татса памалла) мӗнле ӗҫлемелле, мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе лару-тӑрӑва улӑштарма пулать? Паян эпир сире ҫав калаҫура сӗннӗ шухӑшсемпе паллаштаратпӑр.
Видеотавлашӑва Арсений Тарасов, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин, Дмитрий Моисеев, Алексей Леонтьев, Аҫтахар Плотников, Станислав (Убасси) Александров, Александр Белов хутшӑнчӗҫ — журналистсем те, ҫыравҫӑсем те, тӗп редактор пулнисем те пулчӗҫ. Калаҫӑва вӗҫленӗ май 110 ҫул ытла пурӑннӑ хаҫата ҫутӑ малашлӑх сунчӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле.
Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла.
Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |